Шӑрӑх ҫанталӑкра шывра асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ҫапах хӑшӗ-пӗри ҫакна хӑлхана чикмест — ӳсӗрле шыва кӗме каять.
Инкек Шупашкар районӗнчи Атӑльялӗнче пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын ӳсӗр чухне шыва кӗме кайнӑ. 28 ҫултискер пӗвере пӗчченех чӑмпӑлтатнӑ.
Кӑштахран ял ҫыннисем арҫын виллине асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Унӑн кӗлеткине водолазсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑра 9 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ачасем тата ҫамрӑк. Инкек чылай чухне шыва кӗме юраман вырӑнта пулать. Кӑҫал республикӑра 14 пляж официаллӑ майпа ӗҫлет.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» ял хуҫалӑх комплексӗ ҫумӗнче доярсен тата выльӑх-чӗрлӗхе искуственнӑй майпа пӗтӗлентерекенсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Мероприятие пултарулӑх ушкӑнӗсем илем кӳнӗ. Вӗсем конкурсҫӑсене юрӑ-ташӑпа хавхалантарнӑ. Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчен «Ҫӑкалӑх» ансамбль те килнӗ унта. Вӗсем концерт программипе ҫитнӗ.
Ансамбль ертӳҫи — В.Андреева. Вӑл пурне те Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ячӗпе саламланӑ. Ушкӑн вырӑс тата чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Чикан ташши пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ. Концерт пурне те килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫӗнӗ ҫӑвана официаллӑ майпа уҫнӑ. Вӑл та Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ.
Хулан ҫӗнӗ масарӗ 17-мӗш номерлӗ. Вӑл унчченхи 11-мӗш тата 12-мӗш ҫӑвасене хирӗҫ вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ масар 6 гектар пысӑкӑш. Унти тирпейлӗхе ЖКХ тата хӑтлӑх управленийӗ пӑхса тӑрӗ. Явапли — Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулӗ.
Ҫӑвана унччен маларах сӑвапланӑ. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех пурнӑҫланӑ.
«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умне ӳсӗр ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе те хӑйне кӑнттам тытнӑ. Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи 2-мӗш суд участокӗн миравай тӳри пуҫлӑха ҫулталӑк ҫурӑлӑха водитель прависӗр хӑварма тата 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Суд ларӑвне темиҫе хутчен те куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Малтан — ваккат ыйтнипе, каярах икӗ хутчен — кӳнтеленсене чӗннине пула, тепрехинче — тӳре ӗҫлине кура.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет те 10 минутра М-7 федераци ҫулӗ ҫинче 400 литр топливо тӑкӑнса кайнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, автоҫулӑн 659-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «КамАЗӑн» 42 ҫулти водителӗ интервала пӑхӑнмасӑр Мерседес маркӑллӑ йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Телее, аварире никам та вилмен. Анчах Мерседесран ҫул ҫине 400 литр дизель топливи тӑкӑннӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӗсем урапасене иртсе ҫӳремелли майсем туса панӑ. Ҫӑлавҫӑсем вара аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫленӗ.
Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри ача-пӑча пульници умӗнче Станислав Николаев ача-пӑча хирургне халалласа ӗнер бронза палӑк уҫнӑ.
Станислав Николаев тухтӑр ача-пӑча хирургинче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӑл 1950 ҫулта Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти медицина институтӗнчи педиатри факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Республикӑри клиника пульницинче хирурги уйрӑмне ертсе пынӑ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗрремӗш хирурги уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Станислав Николаевӑн ывӑлӗ Николай Николаев та халӗ — республикӑри паллӑ хирург тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх канашӗн депутачӗ. Вӑл Федерацин ортопедипе травматологи центрӗ уҫӑлнӑранпах унта тӗп врачра тӑрӑшать.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ «Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Унта фото- тата видеоматериалсене йышӑннӑ.
Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас шухӑшлисем 35-ӗн тупӑннӑ. Ӗҫсене Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен тата Канашпа Шупашкар хулинчен ҫитернӗ.
«Чи лайӑх сӑнӳкерчӗк» номинацире пӗрремӗш вырӑна Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Комиссарова йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Елена Шарова тухнӑ,
виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Валентина Егорова тата Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫӗнчи Антонина Ефимова.
«Чи лайӑх видео тата фильм» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома Элӗк районӗнчи Алена Судмана тивӗҫнӗ, иккӗмӗш степеньли — Канаш хулинчи 7-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекен Яна Чернован, 3-мӗш степеньли — Муркашри вӑтам шкулти вырӑс чӗлхи вӗрентекен Наталия Ястребован.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ (ертӳҫи — Любовь Ананьева) «Социаллӑ пулӑшӑва чи лайӑх йӗркелени» ята илессишӗн ирттернӗ республикӑри конкурсра «Чи хӑтлӑ ҫурт» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ӑмӑртӑва Социаллӑ ӗҫчен кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ҫулсерен палӑртакан уяв ячӗпе республикӑра ирттернӗ пӗтӗмлетӳллӗ мероприятие Шупашкар районӗнчи социаллӑ ӗҫченсем те кайнӑ.
Халсӑррисене пулӑшакансене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев та пулнӑ. Тӳре-шарасенчен республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов та пулнӑ. Социаллӑ ӗҫченсене вӗсем саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи лаша клубӗ ҫумӗнче ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл канмалли кунсенче пулнӑ.
Ӑмӑрту лаша спорчӗн виҫӗ тӗсӗпе иртнӗ. Ӑна ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнине халалласа ирттернӗ. Тупӑшӑва 40 ҫын хутшӑннӑ. Ачасем, спортсменсем, спорта юратакансем вӑй виҫнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑвӑртлӑхра, тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарассинче вӑй виҫнӗ. Тӑхтавсем вӑхӑтӗнче Пукане театрӗн артисчӗсем ачасем валли постановкӑсем лартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене дипломпа, парнесемпе, медальпе хавхалантарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче фура кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, урапа майӗпен пынӑ. Авари мӗншӗн сиксе тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Фура кабининче водитель, унӑн арӑмӗ тата икӗ хӗр пӗрчи пулнӑ. Урапа ҫаврӑнса ӳксенех ҫынсем пулӑшма чупнӑ.
Арӑмне тата икӗ ачине кабинӑран кӑларнӑ. Вӗсем чиперех. Водителӗн сӑмсинчен юн кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |